Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Лапкă çывăр, юлташăм

 


Красноармейскинчи Ю. А. Николаев пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăранпа 40 кун çитет. Хăрушă вилĕм, унăн çутă ĕмĕчĕсене татса, ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйăрчĕ. Ниепле те ĕненес килмест çакна. Уçă кăмăллă, пултаруллă, маттур çынччĕ вăл, чăн-чăн юлташчĕ. Çынлăх туйăмĕ çав тери пысăкчĕ унра, сăпайлахĕ, тараватлăхĕ мĕне тăратчĕ. Ыттисене ĕçре хавхалантарса пыратчĕ, ывăнма пĕлмесĕр тимлетчĕ. Тен, хăйне   упраманранах пурнăçĕ çав тери ир хĕрĕх çул тултарсанах татăлчĕ.те пуль унăн...

...Хăш-пĕр çынна çут çанталăк иксĕлми пултарулăх парать. Шăп çав йышранччĕ Юрий Андреевич. Кĕске ĕмĕрĕ компьютер eнĕпе çыхăннă унăн. Вăл ку енĕне районти пĕрремĕш специалист пулнă тесен те йăнăш мар. Ком-пьютерсен "чĕлхине" аван пĕлнĕскер, темиçе çул хушши налук инспекцийĕнче вĕсене ёçлеттернĕ. Çак тĕлĕшпе шкулсене те пулăшу кÿмесĕр тăман. Хăйĕн вĕренекенĕсем те районта нумайăн. А. И. Гавриловпа иккĕшĕ ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă икĕ çул хушшинче вун-вун çынна ПЭВМ операторĕн ăсталăхне алла илме пулăшнă. Вĕсем хушшинче — çамрăккисем те, ватăраххисем те. Чылайăшĕ паян тĕрлĕ предприяти-организацисенче, çĕнĕ технологипе усă курса, ăнăçлă вăй хурать. Район администрацийĕн информатизаци пайĕн пуçлăхĕнче те вăй хучĕ Юрий Андреевич. Юнашар пулĕмре лараттăмар, пĕр ĕç тăваттăмăр. Вăл, В. Т. Никифоров тата эпĕ район администрацийĕн сайтне пуянлатассишĕн, республика шайĕнче район пурнăçне куллен çутатса тăракан тĕрлĕ информацисен пуххине çĕнетсе пырассишĕн яваплăччĕ. Тĕрĕссипе, вăл – ку  сайта йĕркелесе яракан та. Çак ĕçе ним çук çĕрте тытăнчĕ. Район администрацийĕнче çĕнĕ компьютерсем вырнаçтарассипе те, вĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарассипе те калама çук нумай тимлерĕ. Тата. Унсăр, вăл хутшăнмасăр район пĕлтерĕшлĕ пĕр мероприяти те иртмен юлашки вăхăтра. Юрий Андреевич сасă, юрă-кĕвĕ аппаратурисене   пĕр кăлтăксăр ĕçлеттернĕ. Юратнă   çемье – мăшăрĕпе  Снежана Михайловнăпа  пĕчĕк ачи — Саша — кĕтнĕ пулин те, пуçланă ĕçе вĕçлемесĕр нихăçан та киле васкаман Юрий Андреевич. Канмалли кунсенче те унăн пÿлĕмĕн чÿречинчен урамалла çутă сăрхăнатчĕ. Çынсене


хĕрхенме пĕлетчĕ, пурне те май пур таран пулăшма çине тăратчĕ. Ялта, çĕр çинче ĕçлекенсене хисеплетчĕ. Тăван Трак еншĕн пăшăрханатчĕ. Ÿсĕмсемшĕн  хĕпĕртемеллипех хĕпĕртетчĕ. Çын нушине ăнланма пĕлнĕрен хамăр тăрăхра ăна нумайăшĕ паллатчĕ, пĕлетчĕ. Вăл яланах малалла ăнтăлма, вĕренсе çĕннине алла илме васкатчĕ. Тен, сакна пулах чĕри чăтаймарĕ пуль...

...Пурăнмаллаччĕ ун, пурăнмаллаччĕ. Юрий Андреевич пирĕн хушăра çукки халĕ куллен сисĕнет. Унăн çутă сăнарĕ асран каймасть. Ырă кăмăллă чунĕ пирĕнпех унăн. Хăй ытарайми юратнă Трак ен çĕрĕ вара ăна ĕмĕрлĕхех йышăнчĕ. Лăпкă çывăр, юлташăм. Эпир сана ялан чун-чĕрере упрăпăр.



20 января 2004
00:00
Поделиться
;