Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕнтерÿçĕсене – хаклă парнесем

РЕСПУБЛИКĂРИ вĕрентÿ учрежденийĕсен хушшинче «Чи лайăх хушма хуçалăх» конкурса 2000 çултанпа ирттереççĕ. Хушма тупăш илмелли çак çăл куçпа чылай шкулта анăçлă усă кураççĕ, вĕрентÿпе пурлăх никĕсне пуянлатаççĕ. Çакăнпа пĕрлех хушма хуçалăхра ĕçлени ачасене професси суйласа илме те пулăшать. Кăçалхи конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, пĕрремĕш вырăна Тăвай районĕнчи Мучар вăтам шкулĕ, Патăрьел районĕнчи Еншик тĕп шкулĕн хушма хуçалăхĕсем, Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш шкулăн вĕрентÿпе опыт участокĕ тухнă. Иккĕмĕш вырăнта - Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçли вăтам шкулĕ, Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчер тĕп шкулĕ, Шупашкарти 57-мĕш шкул. Виççĕмĕш вырăна Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Щетмĕ вăтам шкулĕпе Шупашкар районĕнчи Чурачăк тĕп шкулĕн хушма хуçалахĕсем, Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн вĕрентÿпе опыт участокĕ пайланă. Мала тухнисене пурне те хаклă парнесем - компьютерсем, мотоблоксем, ял хуçалăх хатĕрĕсен пуххисем – тивĕçеççĕ.


18 декабря 2003
00:00
Поделиться
;