Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ватăлмасть пĕлÿ ¸урчĕ

КРАСНОАРМЕЙСКИ районĕнчи Еншик Чуллăсемшĕн кăна мар, таврари вунă ялтан пĕлÿ пухма ¸ÿрекен ачасемпе ашшĕ-амашĕшĕн те вăтам шкул у¸ăлнăранпа 100 ¸ул ¸итни пысăк уяв пулчĕ. Халĕ кунта 200-е яхăн ача вĕренет. Унăн никĕсĕ ¸инче база шкулĕ у¸нă хы¸¸ăн автобус уйăрса панă, ¸ул-йĕре тикĕслесе пĕлÿ сукмакне такăрлатнă. Еншик Чуллăра вĕренÿпе ĕ¸е ¸ыхăнтарма пĕле¸¸ĕ. Хушма ху¸алăхра ачасем выльăх-чĕрлĕх тыта¸¸ĕ, шкулăн 10 гектар ¸ĕрĕпе тухă¸лă усă кура¸¸ĕ. «Прогресс», «Заря», «Новая сила» ху¸алăхсемпе тачă ¸ыхăнса ĕ¸лени, пĕр-пĕрне пулăшни икĕ енĕшĕн те усăллă. Шкул юбилейне килнĕ ЧР Вĕрентÿ министрĕ Галина Чернова республикăра отрасле ¸ĕнетсе лайăхлатни ырă ¸имĕ¸ кÿнине палăртрĕ, пĕр ĕмĕр тултарнă пĕлÿ сурчĕ тăвакан утăмсене ырларĕ, вăтам шкула 5 компьютер парнелерĕ. Райадминистраци пу¸лăхĕ Станислав Николаев ¸амрăк ăрăва пурн㸠¸улне тĕрĕс суйласа илме сĕнчĕ. Вĕренĕве ¸ÿллĕрех шая ¸ĕклеме, пурлăх никĕсне лайăхлатма хушма ук¸а уйăрнине пĕлтерчĕ. Аса илÿсем, вун-вун ¸ул иртнĕ хы¸¸ăнхи тĕл пулусем, савăнă¸лă концерт - 100 ¸улхи шкула пухăннисене ¸ывăхлатрĕ¸.


26 ноября 2003
00:00
Поделиться
;