Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пурнǎçа тǎсма хǎнǎхтаракан шкул

КРАСНОАРМЕЙСКИ районěн Чатукасси ялěнче пěтěмěшле практика врачěн офисěнче сывǎ пурнǎç йěркине пǎхǎнса кун-çула вǎрǎмлатма пулǎшакан шкул ěçлеме пуçларě Ветерансен çуртěнче медицина ěçченěсем уйǎхра виçě хутчен тěрлě темǎпа занятисем йěркелеççě. «Сывлǎх шкулěн» программине райбольницǎн профилактика енěпе ěçлекен специалисчěсем хатěрленě. Ватǎ çынсен кунěнчен пуçласа чир-чěре парǎнтарас, çынсене чирлессинчен асǎрхаттарас тěллевпе çакǎн евěр лекцисем Алманч, Мǎн Шетмě тата Карай ялěсенчи врач амбулаторийěсенче йěркелеме тытǎннǎ. Вěсене итлекен çамрǎксемпе çулланнǎ çынсем кулленхи пурнǎçра усǎ курмалли тěрлě сěнÿ-канаш илеççě, хǎйсене хумхантаракан ыйтусен хуравне тупаççě


09 октября 2003
00:00
Поделиться
;