Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ЦЕНТР ПЕДАГОГСЕМПЕ ВЕТЕРАНСЕНЕ ЧЫСЛАНǍ

КРАСНОАРМЕЙСКИ районěнчи Пикшик ялěнче иртнě педагогика ěçěн ветеранěсен слетěнче ялти ачасене тивěçлě пěлÿ парас ыйту тěп выранта пулнǎ. Райадминистраци пуçлǎхě С. А. Николаев вěсене Учитель кунěпе саламланǎ, пархатарлǎ ěçсемшěн, ыр камǎллǎ пулнǎшǎн тав тунǎ. «Çамрǎк вěрентекенсем аслисем пухнǎ опыта аталантарса хǎйсен ǎсталǎхне ÿстерсех пыраççě, вěрентÿ тытǎмне çěнě варкǎш кěртеççě», - тенě тěл пулура Станислав Андреевич. Семеновǎн социаллǎ программǎсен центрě слета хутшǎннисене уяв йěркелесе панǎ.


08 октября 2003
00:00
Поделиться
;