Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çул- йěр, газ, тěслěх библиотека

Çак ырлǎхсене Трак тǎрǎхěнче пуранакансем, уйрǎмах Именкассисем, уççǎнах туйма пуçларěç. Ял хушшинче çатма пек тикěс çěнě çул 2,16 çухрǎма тǎсǎлать. Унччен нуши-тертне самаях тÿснě çынсем кěр-çур кунěсенче те малашне йǎлтǎр-ялтǎр туфлипе урама тухма шикленмěç ěнтě. Ялти 166 çуртран 120 ытла хуçалǎх «кǎвак çулǎм» кěртме камǎл тунǎ, чылайǎшěнче монтаж ěçěсене пурнǎçланǎ, 14-шěнче газпа усǎ курма пуçланǎ. Пысǎк ялǎн иксěлми савǎнǎçне ěнер ЧР Правительствин Председателě Наталия Партасова, райадминистраци пуçлǎхě Станислав Николаев пěрле пайларěç, пархатарлǎ ěçшěн строительсене, газовиксене тав турěç. Ял-йыш вара хǎйне евěр пуçару турě - Именкассинче газификаци “паттǎрěсен” аллейине хывса хǎварчě. Красноармейскинче тěслěх библиотеки хǎйěн алǎкěсене уçса хǎнасене тарават йышǎнчě. Премьер вулавǎша Президент ячěпе тěрлě оборудованин свидетельствине пачě, кěнеке фондне чылай пуянлатрě. Район администрацийěнче Наталия Партасова активпа ěçлě канашлу ирттерчě.


30 сентября 2003
00:00
Поделиться
;