Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Сунар сезонě уçǎлчě

Чǎваш Республикинчи Сунар управленийě хǎйěн кǎçалхи сентябрěн 9-мěшěнчи 59-мěш номерлě хушǎвěпе пурǎшсемпе тилěсене, ондатрǎсене тытмалли тапхǎр пуçланни çинчен пěлтернě. Пурǎшсене сентябрěн 15-мěшěнчен тытǎнса тытма ирěк панǎ. Сунар тапхǎрě ку енěпе октябрěн 26-мěшěнче вěçленмелле. Çакна асра тытмалла: пурǎшсем уртаракан чирпе тата трихинелезпа чирлеме пулта-раççě çаванпа та ку чěр чунсен ашне ветсанэкспертиза витěр кǎлармасǎр çиме юрамасть. Пурǎшсене тытма кайиччен сунарçǎн ятран панǎ лицензи тата путевка çине паллǎ тутармалла. Кун пек тумасǎр ухутана тухни сунар йěркине пǎсни пулать. Пурǎш тытмалли путевка илме 450 тенкě тÿлемелле. Тилěсене тытмалли тапхǎр сентябрěн 20-мěшěнче пуçланнǎ, ноябрěн 1-мěшěнче сезон хупǎнать. Ондатрǎсене Чǎваш Республикинчи сунарçǎсемпе пулǎçсен обществин мěн пур хуçалǎхěсенче сентябрěн 27-мěшěнчен тытǎнса тытма юрать. Кунта сунар тапхǎрě 2004 çулхи февралěн 28-мěшěнче вěçленет. ЧОРС сунар хуçалахěн çěрěсем çине сунара тухма ирěк паракан документсем çаксем шутланаççě: сунар пǎшалě илсе çÿреме тата упрама ирěк пани, сунарçǎн член е çулталǎкри взнос укçисене тÿленине ěнентерекен сунарçǎ билечě, ятран пěр хутчен панǎ лицензи тата путевка.


23 сентября 2003
00:00
Поделиться
;