Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пшонкǎра кам кил-çурчě тирпейлěрех?

Кěçěн Шетмě тǎрǎхěнче тирпей-илемшěн çине тǎракансем нумайǎн. Ку тěллевпе ял администрацийě çулленех «Чи тирпейлě кил-çурт» ятпа смотр-конкурс ирттерет. Кěçěн Шетмěре çак ята—Николай Козлов, Танǎшра — Петр Хрисанов, Очкассинче — Люба Кириллова, Ванюшкассинче — Иван Никандров, Кǎмакалта — Борис Николаев, Дубовкǎра Анна Иванова хуçалǎхěсем тивěçнě. Маттурсем эсир. Пшонкǎра вара 42 хуçалǎх шутланать. Ял çыннисен шухǎшěпе кунта тирепейлěхпе уйрǎмах тǎрǎшакан çук-мěн. Апла, Пшонкǎсем, çанǎ тавǎрса тǎван ялпа урама, кил-çурта тирпей-илем кÿме ытларах çине тǎрасчě.


19 августа 2003
00:00
Поделиться
;