Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

УЯВА - ПАРНЕСЕМПЕ

ФИЗКУЛЬТУРНИК кунě Красноармейскисемшěн пысǎк та хаваслǎ уявпа асра юлчě. Ялти стадиона спорта юратакансемпе сывǎ пурнǎç йěркине пǎхǎнакансем йышлǎн пуçтарǎнчěç. Вěсем патне хǎнана Чǎваш Республикин Патшалǎх Канашěн депутачě Павел Семёнов килчě. Паллах, пушǎ алǎпа мар: ялти спортсменсем, Красноармейски районěн волейболисчěсем унǎн аллинчен вěр-çěнě тум илчěç те тÿрех тǎхǎнчěç. Кунěпех стадионта спорт праçникě кěрлерě. Ǎмǎртусемпе тупǎшусене, конкурссене ватти-вěтти те хутшǎнчě. Каçченех ял çийěн «чирлекенсен» сасси тǎчě, мечěк сикрě, кире пуканěсем çěкленчěç. Çынсем канса, вǎй-хал пухса уява кǎмǎллǎн ирттерчěç.


14 августа 2003
00:00
Поделиться
;