Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

РАÇÇЕЙ КОНКУРСĚН ФИНАЛНЕ ХУТШǍНАÇÇĚ

РЕГИОНСЕН хушшинчи "Вырǎс чěлхине аталантаракан центр" общество фончěн ертÿçисем Чǎваш Республикин вěрентÿ министрě Г.П.Чернова ячěпе ырǎ хыпар пěлтерсе çыру янǎ. Пěтěмěшле пěлÿ паракан учреждениисенчи библиотекǎсем Раççей конкурсěнче тупǎшса Красноармейски районěн Упи тата Кěçěн Шетмě вǎтам шкулěсенчи Светлана Петровапа Людмила Ильина библиотекарьсем конкурсǎн çурма финалне тухни, шкул библиотекисен фестивальне хутшǎнма ирěк çěнсе илнě. Фестиваль кǎçалхи авǎн вěçěнче - юпа уйǎхěн пуçламǎшěнче иртет. Форум вǎхатěнче "Библиобраз" конкурс финалне йěркелеме палǎртнǎ. Республика чысне хÿтěлекен Светлана Валерьевнǎпа Людмила Германовна Мускавран ǎнǎçупа таврǎнасса шанатпǎр.


13 августа 2003
00:00
Поделиться
;