Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Йǎли-йěрки çирěп

Йǎли-йěрки çирěп Красноармейски районěнчи «Мичуринец» хуçалǎх Шупашкартан Вǎрнара каякан пысǎк шоссе икě енпěпе вырнаçнǎ. Ултǎ бригадǎран тǎракан кооператив районта малтисен ретěнче. Хуçалǎх çулсерен аталанса пырать. Аш-какай, сěт, тыр-пула вǎхǎтра тата пысǎк пахалǎхпа пухса кěртесси кунта йǎлана кěнě. Хуçалǎх ÿсěмě, паллах, кооператива ертсе пыракансенчен килет. Ял ěçченěсем чи малтан хуçалǎх пуçлǎхне Яков Михайлович Григорьев ятне асǎнаççě. Чипер тата вашават председатель 12 çул улшǎнмасǎp ěçлет кунта. Районти ял ěçченěсем ǎна чǎннипех хисеплеççě, ахальтен мар ǎна Чǎваш Республикин Патшалǎх Канашěн депутатне суйланǎ. Иртнě вырсарни кун Яков Григорьева Владимир Тимофеев комбайнерпа пěрле хирте тěл пултǎм. 9 комбайн, 23 автомашина паян тесен паянах хире тухма хатěр. “Çунтармалли-сěрмелли материалсем çителěклě. Çитес ытлари кун комбайнерсем уя тухмалла», - савǎнса каларě председатель. Кǎçал пěтěмпе 1 пин те 100 гектар çинчи тыр-пула пухса кěртмелле. 80 гектар çěр улми,40 гектар кǎшман тата 4 гектар купǎста уйěсем чуна савантараççě. «Мичуринецсем» выльǎх апачě хатěрлессине лайǎх йěркеленě. Кěске вǎхатрах силоспа сенаж пěтěмпе 4 пин тонна хатěрленě. Утǎ - 350 тонна, силос тумалли культурǎсене 1,5 пин тонна хывнǎ. Механизаторсем 60 гектар çинчи тыррǎ вырса Йěпрем ěне фермине турттараççě. Г.Васильев чи опытлǎ трактористсенчен пěри. Хуçалǎхра вǎл 20 çул тǎрǎшса ěçлет. Хирте çавнашкалах В. Иванов, В. Осипов, В. Григорьев, В. Васильев механизаторсем ырǎ тěслěх кǎтартаççě.


12 августа 2003
00:00
Поделиться
;