Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ЯЛ ХУÇАЛǍХĚ ТЕ, КУЛЬТУРА ТА ИЛĚРТЕТ

Н.М.МАТВЕЕВ мěн тивěçлě канǎва тухичченех Красноармейски районěнчи "Герой" хуçалǎха ертсе пынǎ. Тыр-пул, çěрулми туса илессипе, вылǎх-чěрлěх ÿстерессипе вǎл малтисен ретěнче пулнǎ. Николай Матвеевич тарǎшнипех кунта вун-вун çěнě объект хута кайнǎ. Хуçалǎх таврара малтисен шутěнче пулнǎранах-тǎр Çавалçырма тата Чатукасси сěт-тавар фермисенче пěрре кǎна мар дояркǎсен район семинар-канашлǎвě иртнě. Ял хуçалǎхěнче ěçлесе пысǎк опыт пухнǎ ветеран халě тe ахаль лармасть. Ěçне кура ǎна Çěнě Выççалккǎ ял старостине суйланǎ. Районти "Чи хǎтлǎ халǎх пункчě" смотр-конкурсра вǎл çěнтерÿçě пулнинче те Николай Матвеевǎн тÿпи пысǎк. Пенсионер историпе кǎсǎкланнине те палартмалла. Вǎл чǎвашсен паллǎ композиторěн Филипп Лукинǎн тǎванě пулнǎ май унǎн Чатукассинчи мемориал музейне ертсе пырать. Çаксене шута илсе тата культурǎра тава тивěçлě ěçсем тунǎшǎн Николай Матвеевич Матвеева нумай пулмасть "Чǎваш Республикин культурǎн тава тивěçлě ěçченě” хисеплě ят панǎ.


24 июля 2003
00:00
Поделиться
;