Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

КРАСНОАРМЕЙСКИНЧЕ ХǍВǍРТ УТАКАНСЕН ШКУЛНЕ УÇАСШǍН

РАЙОН администрацийě çамрǎксене физкультурǎпа спорта явǎçтарас, спортǎн массǎплǎ енěсене аталантарас тěллевпе Карайри ача сачě çумěнче хǎвǎрт утакансен, чупакансен тата ирěклě майпа кěрешекенсен шкулне уçма палартнǎ. Вǎл РСФСР тава тивěçлě тренерěн, çǎмǎл атлетикǎпа çěр-çěр çынна туслаштарнǎ В.С.Семеновǎн ячěпе хисепленě. Анчах хǎвǎрт утассипе тěнче класлǎ спорт мастерě, СССР чемпионě А.Н.Григорьев пуçǎннǎ ěçе пурнǎçа кěртме укçа-тенкě çителěксěрри чǎрмантарать. Çавǎнпа та Красноармейскисем физкультурǎпа спорта юратакан-сенчен, ǎна аталантарас ěçре вǎй хуракансенчен пулǎшу ыйтаççě. "Спонсорсен пулǎшǎвěпе пухǎннǎ укçа-тенкě йǎлтах шкул уçнǎ çěpe кайě", - шантараççě вěсем.


17 июля 2003
00:00
Поделиться
;