Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ПЕНСИЕ ÇĚHĚPEH ШУТЛАÇÇĚ

РАÇÇЕЙĚН пенси реформине йышǎннǎранпа иккěмěш çул пулин те унпа çыхǎннǎ хǎш-пěр саккун тин пурнǎçа кěре пуçларě. Сǎмахран, «Раççей Федерацийěнчи ěç пенсийěсем çинчен» федераци саккунěпе килěшÿллěн утǎ уйǎхěн 1-мěшěнчен пуçласа ěç пенсийěн страхлакан пайне çěнěрен пǎxca тухма тытǎннǎ. Красноармейски районěнче ěçлекен 650 пенсионер шутланать. Çак уйǎхǎн 10-мěш кунě тěлне 215-шě пенсие пǎхса тухма ыйту тǎратнǎ. Çапла майпа 214-шěн пенси калǎпǎшě ÿснě. «Звезда», «Герой», «Мичуринец» предприятийěсенче тǎрǎшакансем вара страховани взносне тÿлеменрен ку ěçe хутшǎнайман. Çěнěрен пǎxca тухса тÿрлетÿсем тума ыйтса çырнǎ хǎш-пěр пенсионерǎн укçине чакарма та тивнě.


16 июля 2003
00:00
Поделиться
;