Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çавал шывě хǎпарать

Çумǎр чарǎнмасǎр çунипе Çавал кунсерен тулсах пырать. Ěнер кунти шыв пěр каçрах метр ытла хǎпарнǎ. Красноармейски районěнчи Çěнě Йěкěт ялěнче пурǎнакансем кěтÿ хǎвалама тухсан тěлěнмеллипех тěлěннě - йывǎç кěпер шыв айне пулнǎ. Халиччен вǎл шыв çийěн 2 метрта пулнǎ. Кěтÿ кěпер урлǎ каçайман. Пěри çеç савǎнтарать кунта пурǎнакансене. Çыранǎн тепěр енче вырнаçнǎ вǎрмантан кампаçǎсем кашни кунах тулли карçинккасемпе таврǎнаççě.


12 июля 2003
00:00
Поделиться
;