Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ТУСЛǍХ ÇУЛ ÇУРЕВĚ

Иртнě уйǎхра Красноармейскинчи культура çурчě çумěнчи «Трак ен» халǎх фольклор ушкǎнě, Н.Янкас ячěллě преми лауреачě, ытти ǎстасемпе пěрле аякри çул çÿревре пулчě. Тюмень облаçěнчи чǎвашсем патне çитсе курчě. Делегаци йышěнче - районти культура çурчěн директорě Ольга Дуйсембаева тата юрǎпа ташǎ ǎстисен ушкǎне, çавǎн пекех Юрий Васильев операторпа Изосим Емельянов вěрентекен тата çак йěркесен авторě. Тěп тěллев – Анат Тавда районěнчи Канаш ялěнче пурǎнакан чǎвашсемпе курнǎçасси, вěсен ěç-хěлěпе паллашасси, облаçри чǎвашсен черетлě Акатуйне хутшǎнса концертсем кǎтартасси... ...Пире Кěçěн Шетмěри вǎтам шкулǎн автобусě Хусан чукун çул станцине çитиччен ǎсатрě. Вǎлах, каялла килнě чух, делегацие çěртмен 23-мěшěнче Канаш чукун çул станцийěнче кěтсе илчě... Тюмень станцине çěртме уйǎхěн 20-мěшěнче каç кÿлěм çитрěмěр. Пире кунта «Тǎван» ěçтешлěх хастарě В.Васильев /йǎх-несěлě хамǎр районти Пикшикрен тухнǎ/, Л.Иванова - Анат Тавдари культура çурчě çумěнчи «Йǎмра» фольклор ансамблен юрǎçи /унǎн йǎх-ǎрǎвǎ Элěк районěнчи Кармал ялěпе çыхǎннǎ, ытти йǎхташǎмǎрсем ǎшшǎн кěтсе илчěç. «Трак ен» ертÿçи Н. Никоноров баянне тǎсса ячě те Чǎваш Енрен килнисем хуçасене такмак каласа чǎваш ташшине парнелерěç. Унтан автобуса вырнаçрǎмǎр. Çул -Канаш ялне... ...Тюмень хулинчен унта çитме - 50 çухрǎм. Анат Тавдана, район центрне, 46 çухрǎм пулать. Канаша облаç хулипе асфальт çул çыхантарать. Çулǎн икě енěпе - ем-ешěл вǎрман. Хурǎнсемпе ǎвǎссем, хырсем ÿсеççě. Йǎмра таврашě курǎнмасть – климат урǎхларах çав... Канаш ялне васканǎ май кунти ěçченсем, культура çитěнěвěсем пирки нумай пěлтěмěр. Хастарсем, чǎваш чун-чěриллě çынсем пайтах кунта. Тǎван чěлхене те, чǎваш юрри-ташшине те манǎçǎ хǎвармаççě. Паллах, пурин пирки те каласа хǎвараймǎн. Кěскен пěлтерем: çав тери ǎш-пиллě, çав тери тарават кěтсе илчěç пире аякри хутлǎхра пурǎнакан тǎвансем, хǎйсене чǎваш çыравçисемпе тěпчевçисем, культура ěçченěсем манǎçа хǎварманшǎн чун-чěререн тав турěç. ...Акатуй тени вара пирěншěн çěнě мар. Тюмень тǎрǎхěнчи чǎвашсем те уява хамǎр майлах йěркеленě: хастарсене чыслани, юрǎ-ташǎ, хисеплěн курнǎçса калаçни... Пирěннисем те юлмарěç ку çул çÿревре, хайсен пултарулǎхěпе сатурлǎхне нумай енлě кǎтартрěç... Тавда таврашěпе те паллашрǎмǎр. Лайǎх пурǎнаçě кунта куçса килнě, тымар янисем. Тавралǎх - тирпейлě, хитре. Çурчěсем - капмар... Пěтěмлетсе калас-тǎк, Трак тǎрǎхěнче пуранакансем те, Тюмень таврашěнчи чǎвашсем те ку уявра ǎш-пиллě, тǎванлах туйǎмěпе тулнǎ курнǎçу-калаçǎва нумайччен манмě? - таван-пěлěшрен хакли çук...


09 июля 2003
00:00
Поделиться
;