Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çамрǎксен уявě

Сисмерěмěр те çěртме уйǎхěн вěçне çитсе тǎтǎмǎр. Çак вǎхǎтра эпир кǎçалхипе вуннǎмěш хут Çамрǎксен кунне палǎртатпǎр. Çамрǎклǎх - çын пурнǎçěнчи чи илемлě те хитре тапхǎр. Мěнлерех кěтсе илеççě-ха Трак ен тǎрǎхěнчи хěрсемпе каччǎсем хǎйсен уявне? Тÿрех каламалла, япǎх мар. Июнěн 7 – 8 -мěшěсенче Красноармейски вǎрманě çывǎхěнче районти 51-мěш ěçпе юрǎ тата спорт уявě — акатуй иртрě. Унта хуçалǎхсенчи специалистсемпе механизаторсен тата выльǎх пǎхакансен, предприятисемпе организацисенчи ěçченсен пысǎк ушкǎнне парнесемпе чысларěç. Вěсем хушшинче яш-кěрěм те чылайǎн. Акǎ, В. Яковлев («Янмурзино»), Олегпа Эдуард Ивановсем («Караево»), А. Никитин («Мичуринец»), ытти мeханизаторсем кǎçалхи çур акинче пěтěм хастарлǎхпа тǎрǎшрěç, ырǎ ята тивěçрěç, парнеллě пулчěç. «Янмурзино», «Прогресс», «Нива», «Красное Сормово», «Караево», «Гигант» хуçалǎхсенчи выльǎх-чěрлěх пǎхакансем хушшинче те çамрǎксем сахал мар. Халǎха вěрентес, сывлǎха сыхлас ěçре, строительствǎпа транспортра, çыхǎнупа суту-илÿре ырǎ ята тивěçнě яш-крём вуншарǎн. Уяв кунěнче пире ырлǎх кÿрекен, хǎйсен художество пултарулǎх номерěсемпе савǎнтаракан каччǎсемпе хěрсене те асǎнмасǎр май çук. Н. Никоноров («Трак ен» фольклор ансамблěн ертÿçи), Е. Григорьевапа Л. Егорова – аппǎшěпе йǎмǎкě («Кǎйкǎр» ансамбль, Шывпуç), О. Долгова (Алманчри библиотека), ытти пултаруллǎ хěр-упраçсем кану кунěсене, пушǎ вǎхǎта интереслě те усǎллǎ ирттерес тесе сахал мар тǎрǎшаççě. Çак эрнере районти вǎтам шкулсенчен вěренсе тухакансен каçěсем иртрěç. Вуншар каччǎпа хěр алла аттестат илчě. Анчах çамрǎксем умěнче татса паман ыйтусем те сахал мар. Пире яш-кěрěм хушшинче преступлени тǎвасси ÿсни, ěçкě-çикěпе иртěхни тарǎн шухǎша ярать. Çамрǎк çемьесен социаллǎ прависене хÿтěлес тěлěшпе те малалла ěçлемелле. Паян – уяв. Сире пурне те çак кунпа ǎшшǎн саламлатǎп, çирěп сывлǎх, ǎнǎçу, телей сунатǎп.


27 июня 2003
00:00
Поделиться
;