Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ÇĚНТЕР,ÇĚ - ÇЕМЬЕСЕМ ПЬЕДЕСТАЛ ÇИНЧЕ.

ВЫРСАРНИ кун Шупашкарти залив хěрринче республикǎри «Спорт çемйи» чупу иртрě. Чǎваш Ен Президенчěн парнисене çěнсе илессишěн çěр ытла çын тупǎшрě. Тěрлě çулсенчи спортсменсен хушшинче Çěнě Шупашкар çамракě Денис Васильев, Шупашкар каччи Александр Захаров, Канаш районěнчен килнě Сергей Марков палǎрчěç. Юниорсен хушшинче Алексей Леонтьев /Çěрпÿ/? Евгений Ильдяков /Елчěк/, Алексей Николаев /Шупашкар/ мала тухрěç. Хěрсенчен Екатерина Иванова, Нина Денисова, Надежда Смирнова /Шупашкар/, Йěпреç пикисем Алёна Воробьева тата Ирина Исакова, Çěнě Шупашкарти Марина Васильевǎпа Елизавета Ильина, Валентина Андреева çěнтерчěç. Аслисен хушшинчи тупǎшу хыççǎн старта спорт çемйисем тухрěç. Тулли мар çемьесен хушшинче Егоровсем /Канаш районě/, Скворцовсем /Вǎрмар районě/, Бортниковсем /Шупашкар/ мала тухрěç. Пěр ачаллǎ çемьесен ǎмǎртавěнче Шупашкарти Осиповсене çитекен пулмарě. Икě ачаллǎ çемьесен чупǎвěнче Красноармейскинчи Даниловсем финиша чи малтан çитрěç. Виçě ачаллǎ çемьесен тупǎшавěнче каллех /иртнě çулсенчи пекех/ Шǎмǎршǎ тǎрǎхěнчи Хафизовсем малта пулчěç. Тǎвайран тата Çěрпÿрен килнě Кирилловсемпе Александровсем - иккěмěш-виççěмěш вырǎнсенче. Çěнтерÿçěсене хаклǎ парнесем парса хавхалантарчěç. С. ИВАНОВ Г.ВЕРБЛЮДОВ сǎн ÿкерчěкěсем.


24 июня 2003
00:00
Поделиться
;