Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Муратов - пирěн районта

Июнěн 10-мěшěнче пирěн районта Федерацин Чǎваш Енри тěп инспекторě А. Д. Муратов пулчě. Александр Дмитриевича район чиккинче район адмнистрацийěн пуçлǎхě С. А. Николаев кěтсе илчě. Унтан вěсем Шывпуç ял администрацийěн территорине çитрěç, Аслǎ Отечественнǎй вǎрçǎра вилнисене сума суса лартнǎ палǎка уçма хутшǎнчěç. Ку тǎрǎхран фронта пурě 201 çын тухса кайнǎ, 121 – шě каялла таврǎнайман.Ырǎ-сывǎ килнисен йышě те çулсерен сахалланса пырать. 12-ěн кǎна тǎрса юлнǎ ветерансем. Вěсем те пурте хутшǎнаймарěç митинга. Ǎна ял администрацийěн пуçлǎхě В. В. Тимофеев уçрě, ял-йышпа пěр пулса палǎка кěске вǎхǎтра çěклесе лартма пултарнине палǎртрě. Раççей гимнě янǎранǎ хыççǎн вǎрçǎ ветеранěсемпе шкул ачисем палǎк çине витнě чаршава сир-се уçрěç. А. Д. Муратовпа С. А. Николаев палǎк умне чечек кǎшǎлě хучěç. Федерацин республикǎри тěп инспекторě митингра каланǎ сǎмахра хǎй ветерансем умěнче яланах пуç тайнине, вěсене сума суса хисепленине тата май пур таран пулǎшу кÿме çине тǎнине пěлтерчě. Палǎк уçма пуçтарǎннисем умěнче çавǎн пекех район администрацийěн пуçлǎхě С. А. Николаев, вырǎнти "Восток" хуçалǎх председателě А. П. Никитин сǎмах каларěç, палǎк тума хутшǎннисене пур кǎмǎлтан, ǎшǎ сǎмахсемпе тав турěç. Шкул ачисем вǎрçǎ вǎхǎтěнче çырнǎ юрǎсене юрларěç, сǎвǎсем вуларěç, ветерансене чěрě чечексем парне-лерěç. Митинга хутшǎннисем вǎрçǎра вилнě ентешěсене асǎнса пěр минут шǎп тǎчěç. Митингра ял администрацийěсен пуçлǎхěсем те пулчěç. Унтан Александр Дмитриевич район администрацийěн çуртěнче федераллǎ органсен рай-онти представителěсемпе тěл пулу ирттерчě, тулли мар яваплǎхлǎ "Волготрансгаз" пěрлешÿн филиалěн — Заволжски ЛПУМГн ěçě-хěлěпе паллашрě.


17 июня 2003
00:00
Поделиться
;