Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Уçланкăри палан

Уçланкăри палан

кĕвви Ф. М. Лукинăн

сăвви Ю. С. Сементерĕн

 

Уçланкăри палан, шап-шурă çурăлсан,

Эпир сăмах парсаччĕ санпалан.

Кĕрхи кунсем çитсен, паланăмар пиçсен,

Эс таврăнма пулсаччĕ аякран.

Кĕрхи кунсем çитсен, паланăмăр пиçсен,

Эс таврăнма пулсаччĕ аякран.

 

Сана ăсатсанах

Тăм тиврĕ палана,

Шап-шур чечекĕ ÿкрĕ çĕр çине.

Çавна эс пĕлтĕн-ши,

Çавна эс сисрĕн-ши, -

Тăван яла килмерĕн кĕркунне.

 

Мана курсан ялан

Пуçне усать палан, -

Туять пуль эпĕ саншăн çуннине…

Ан ман, савни, ан ман,

Халь хĕп-хĕрлех палан,

Пире кĕтсе упрать вăл çырлине.