Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ачасен шăпи — хамăр алăра

Район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссире паянхи куна йĕркеллĕ мар 25 çемье шутра тăрать, вĕсенче 58 ача воспитани илет. 7 çемье (вĕсенче виçĕ çула çитмен ачасем пур) уйрăмах пысăк хăрушлăхра: ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхет, хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ евĕр пурнăçласа пымасть. Ку список уйăхсерен улшăнса тăрать, çакă халăх вырăнтан вырăна куçнипе тата ку йышши çемьесем тупăнсах пынипе çыхăннă. Шел те, вĕсем йĕркелĕхпе юсану çулĕ çине тăни сахалтарах-ха. Йĕркеллĕ мар çемьесенчи ыйтусене татса пама çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комисси çумĕнче мобильлĕ бригада туса хунă, унта район педиатрĕ, комисси специалисчĕ, опекăпа попечительство органĕн специалисчĕсем, полици уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ, халăха социаллă пулăшу кỹрекен районти центрăн çемьесемпе тата ачасемпе ĕçлекен специалисчĕ кĕреççĕ. Вĕсем пăхса тăнине пула районти тĕп сыватмăшăн ача-пăча уйрăмĕпе йĕркеллĕ мар çемьесенчен кăçалхи çичĕ уйăхра 7 ачана илсе пынă. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсене пурне те комисси ларăвĕсене чĕнсе калаçнă. Комисси йышăнăвĕпе ачасене сипленме вăхăтлăха санаторисене вырнаçтаратпăр, амăшĕ çав хушăра наркологи диспансерĕнче сывалать е ĕçе вырнаçса йĕркеллĕ пурнăçа суйласа илет. Чăваш Республикин Сывлăха сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, асăрханусăрлăха пула кăçалхи августăн 1—9-мĕшĕсенче кăна республикăри районсенче 6 пĕчĕк ача (1,6 — 4 çулта) уçă кантăксенчен тухса ỹкнĕ. Вĕсенчен 3-шĕ вилнĕ. Çавăн пекех 2 ача шывра путса вилнĕ тата хăйсем çине алă хунă тĕслĕхсем пулнă. Çав тери синкер пулăмсем. Ашшĕ-амăшĕ тимсĕр пулнишĕн çул çитмен ача инкек курать. Çуллахи шăрăх кунсем иртсе пыраççĕ. Ачасем, паллах, шыв хĕрне пулă тытма каясшăн, анчах та вĕсене аслисемсĕр шыв хĕрне яма юрамасть. Çавăн пекех пепкесене шăрпăкпа выляма юраманни çинчен те тăтăшах ăнлантарса тăмалла. Палламан çынсемпе калаçмалла мар, çавăн пекех палланă-палламан çынпа автомашина çине лармалла мар тесе ăнлантармалла. Ачасене хăйсене киле пĕр-пĕччен ан хăварăр. Уйрăмах пĕчĕк ачасене уçă чỹрече патне ан ярăр. Ачан, паллах, çутă çине туртăнас, чỹречерен урамалла тинкерес килет. Пĕчĕк ача пĕр хутлă çурт чỹречинчен ỹксен те хытă аманма е вилме пултарать. Ачасен шăпи ашшĕ-амăшĕн аллинче, çавăнпа та, тархасшăн, асăрханулăха ан çухатăр. Енчен те эсĕ, хисеплĕ вулаканăм, ялта ачасем килте хăйсем тĕллĕн çеç юлнине е ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхсе пепкесене пăхманнине пĕлсен пирĕн пата тỹрех, кирек хăш вăхăтра та шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăн. Телефонсем: 2-19-92 — район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссийĕ; 1-18-41 — район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн опекăпа попечительство уйрăмĕ; 2-15-36 — полици уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ.



31 августа 2020
09:21
Поделиться