Çĕнтерỹçĕсене палăртнă
Пĕтĕм Раççейри “РФăн чи лайăх ертỹçисем” уçă конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Тупăшу пилĕк тапхăрпа — 2019 çулхи майăн 27-мĕшĕнчен тытăнса 2020 çулхи мартăн 3-мĕшĕччен пынă. Конкурсра 275 çĕнтерỹçĕне палăртнă. Çĕнтерỹçĕсен йышне район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ М. Фризен, райцентрти “Чебурашка”, “Колосок” ача сачĕсен заведующийĕсем Н. Ильинапа Н. Фомирякова кĕнĕ.