Республика кунне тата Чăваш автономи облаçĕн юбилейне халалланă
Кăçал Республика кунне халалланă тĕп мероприятисем Хĕрлĕ Чутай районĕнче иртнĕ. Район çыннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕн ти-вĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев саламланă. Хĕрлĕ Чутайри уявра савăнăçлă лару-тăрура тирпей-илем кĕртнĕ аллейăна, çĕнетсе юсанă Çĕнтерỹ паркне тата çĕнĕ фонтан ĕçе кĕртнĕ. Коронавируса пула уява çынсем сахаллăн пынă. Шупашкарта та юбилейпа çыхăннă мероприятисем чылай пулнă. Вĕсенчен пĕри — экономикăн Пысăк канашĕн анлă ларăвĕ. Унта çитес пилĕк çул валли регионăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕн программине презентациленĕ. Республика кунне тата Чăваш автономи облаçĕн юбилейне халалланă мероприятисем çĕртме тата çурла уйăхĕсенче иртеççĕ.