Упи паттӑр йӑхӗсем Республика кунне уявларӗҫ

Упи паттӑр йӑхӗсем Республика кунне уявларӗҫ

Республика кунӗ кӑҫал Трак тӑрӑхӗнче иртрӗ. "Факел" стадионта йӗркеленӗ уява ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов, РФ Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Красноармейски район пуҫлӑхӗпе Олег Димитриевпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов, ытти сумлӑ хӑна хутшӑнчӗ.

"Эпир аваллӑх тӗнчинчен - Упи паттӑр йӑхӗнчен" уяв программи пурне тыткӑнларӗ. Тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсенчен йӗркеленӗ, чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ вырӑнти артистсем чӑваш культурин, йӑли-йӗркин, сӑмахӗн, тумӗн мӗнпур илемне уҫса пачӗҫ.

"Чӑваш халӑхӗ яланах ӗҫчен пулнӑ. Пысӑк ӗҫсене нимелле ирттернӗ. Трак енче пурӑнакансене кӗске вӑхăтра уява йӗркеленӗшӗн, района хӑтлӑх кӳнӗшӗн тайма пуҫӑм теес килет. Уява тӗрлӗ вырӑнта ирттересси ырӑ йӑлана ҫаврӑнчӗ пирӗн. Ку питӗ аван. Трак енсене малашне тата пысӑк ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем сунатӑп", - терӗ Михаил Игнатьев Красноармейскисене тата хӑнасене Республика кунӗпе саламланӑ май.

Уяв юрӑ-кӗвӗ кӑна мар, тунӑ ӗҫсене пӗтӗмлетни те, малашлӑх тӗллӗвӗсене палӑртни те. Ӗҫре пуҫаруллисемпе хастаррисене Чӑваш Республикин Хисеп хучӗсемпе, ытти наградӑпа чысларӗҫ. Красноармейскинчи пушар чаҫне икӗ ҫӗнӗ машинӑн уҫҫине пачӗҫ. Пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ Михаил Арсентьев пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене Упипе Пикшик ял тӑрӑхӗсене ҫитерӗҫ.

ЧНК президенчӗ Николай Угаслов пухӑннисене уяв ячӗпе саламланӑ май района аталантарма 1 миллион тенкӗ уйӑрнине пӗлтерчӗ. Михаил Игнатьев тӗрлӗ ял тӑрӑхӗ хатӗрленӗ картишсемпе, пултаруллӑ ҫынсен ӑсталӑхӗпе хавхалансах паллашрӗ. Юрӑ-кӗвӗ каҫченех янӑрарӗ Красноармейски салинче, спорт вӑййисем шӑрӑхран хӑраманнисене вӑй виҫме кӑчӑк туртрӗҫ.

"Красноармейски, Красноармейски, ешӗл сад пек курӑнан, Красноармейски, Красноармейски, ӳс, ҫӗклен, эсӗ, хӑватлан", - ҫакӑн пек пӗтӗмлетес килет манӑн калас тенине.

Зоя ФЕДОРОВА, Красноармейски шкулӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкӑнӗнчи воспитателӗн пулӑшуҫи:
- Уявпа ҫав тери кӑмӑллӑ. Кунта мана йӑлт килӗшет. Праҫниксене йӗркелесе ирттерме вӗренсе ҫитрӗмӗр. Республика кунне пирӗн районта йӗркелессе тахҫантанпах кӗтетпӗр эпир. Ҫак уява ҫӳллӗ шайра ирттернинче кашнин тӳпи пур. Эпӗ Красноармейски шкулӗнче 27 ҫул ӗҫлетӗп. Пирӗн шкулӑн та, районӑн та ертӳҫисем пултаруллӑ. Юлашки вӑхӑтра район центрӗ улшӑнса, хитреленсе, хӑтлӑланса кайрӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов кӗске вӑхӑтрах халӑха ӗҫлеттерме пултарнине, ертсе пырас пултарулӑх пысӑккине кӑтартса пачӗ.

26 июня 2018
10:53

"Хыпар"

Поделиться