Михаил ИГНАТЬЕВ: “Сирĕн район пуласлăхĕ пысăк”

Михаил ИГНАТЬЕВ: “Сирĕн район пуласлăхĕ пысăк”

Иртнĕ ытларикун Красноармейски районĕн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Çулленхи мероприяти район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче иртрĕ. Кунта сумлă хăнасем те хутшăнчĕç. Михаил Васильевич малтанах ĕçĕ-хĕлĕсемпе палăрнă районти çынсене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Вĕсене стипендиатсем те тивĕçрĕç. Тĕлпулăва пуçланă май, Михаил Васильевич иртнĕ çулхи ĕçе хакларĕ, çитменлĕхсем пурри пирки каларĕ, ку хушăрах, “сирĕн районăн пуласлăхĕ пысăк”, терĕ. Ỹсĕм-сем ял хуçалăх шайĕнче чылай. Сĕтпе аш туса илесси ỹсни пирки асăнчĕ (9,5 тата 8,4 процента яхăн). Ку енĕпе ỹсĕмсем татах та пур, терĕ М.Игнатьев. Кун йĕркинчи ыйтăва çĕкличчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ хамăрăн республика ша-йĕнчи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Укçа-тенкĕне мĕнле ĕçсене яма палăртнине каласа пачĕ. Сăмахран, пĕрремĕш тỹрлетỹ иртнĕ хаççăн республика бюджетĕнче укçа 3 млрд тенкĕлĕх ỹснĕ. Унсăр пуçне кăçал республикăна федераллă центр пысăк пулăшу кỹрет. Унпа ача-пăча сачĕсем (пĕчĕк пепкесене 2 уйăхран пуçласа пăхмаллисем) уçма палăртнă. Кунсăр пуçне сывлăх тата çулсем юсассипе, вĕсене лайăхлатассипе татах укçа уйăрма сăмах панă. “Пĕтĕмĕшле республикăна кăçал каялла тавăрса памалла мар 21 млрд тенкĕ килет”, — терĕ Михаил Игнатьев. Пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсассăн, ỹсĕм 23 процента çитет. “Кăçал вара республика бюджечĕ рекордла пысăк пулать”, — пĕтĕмлетрĕ вăл. Тăкакланине тишкерсессĕн, пĕрремĕш вырăнта укçа-тенкĕ вĕренỹ ыйтăвĕсене татса пама каять, иккĕмĕш вырăнта — сывлăх енĕпе, виççĕмĕш вырăнта вара çулсене юсасси, çĕнĕ çулсем тăвасси. Трак тăрăхĕн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов пĕтĕмлетрĕ. Экономикăпа социаллă аталанăвăн пĕтĕмлетĕвне эпир райхаçатăн мартăн 6-мĕшĕнче тухнă номерĕнче пичетленĕччĕ. Унсăр пуçсăр Александр Николаевич тирпей-илем ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, укçа перекетлеме чи малтан урама çутатма энергие перекетлекен лампочкăсем лартассипе ĕçлемелли пирки каларĕ. Мартăн 15-мĕшĕччен ку ыйтăва пĕтĕм шкулсенче, ача-пăча сачĕсенче тата хушма вĕрентỹ учреждени-йĕсенче татса памаллине каларĕ. Тирпей-илемпе, халь пыракан “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” ыр кăмăллăх акципе ĕçлемелли пирки чарăнчĕ. Пухăннă укçапа ачасем валли вылямалли комплекс-сем илсе лартассине шантарчĕ. Ыйту паракансем те тупăнчĕç. Вĕрентỹ пайĕн-че ĕçлекен нумай ачаллă çамрăк çемье пуçлăхĕ Александр Филиппов çĕнĕ микрорайонта нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем панă вырăнта коммуникацисем çукки пирки каларĕ. Район пуçлăхĕ ку ыйтăва нумай пулмасть админи-страцинче çĕкленине палăртрĕ, ку ĕçе пуçласа яма шантарчĕ. Михаил Игнатьев тумалли ĕçсене “пуçаруллă бюджет” тата “комфортная городская среда” программăсемпе кĕр-се, предпринимательсене ĕçе кỹлсе вăя кĕртмелле”, терĕ. Тĕлпулура ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Фарида Муратова, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатчĕ, “ТУС” акционер обществин тĕп директорĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов сăмах каларĕç. Тĕлпулăва вĕçлесе, Михаил Игнатьев Красноармейски районĕн хĕрарăмĕсене çывхаракан уяв ячĕпе саламларĕ, Трак тăрăхĕнче чи илемлĕ пикесем пурăннине палăртрĕ. Ку район хĕрарăмĕсемшĕн, чăнах та, чи пысăк та чыслă салам пулчĕ.

13 марта 2018
11:08

"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Поделиться